Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Персона
"Чувашская Республика" пабликри сӑнӳкерчӗк
"Чувашская Республика" пабликри сӑнӳкерчӗк

Улатӑр районӗнче пурӑнакан Таисия Кожинова матрос-моторист пулса ӗҫленӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, унӑн професси уявӗ пулнӑ: Юханшыв тата тинӗс флотӗнче ӗҫлекенсен кунӗ. Ҫавна май ун ҫинчен республикӑн влаҫ органӗсен халӑх тетелӗнчи страницинче каласа кӑтартнӑ.

Таисия Кожинова кимӗ-карап романтикине хӑйӗн пурнӑҫӗн 40 ытла ҫулне халалланӑ.

Унӑн упӑшки капитан пулнӑ. Вӑл шыва юратма матросссемпе штурмансене ҫеҫ мар, хӑйӗн мӑшӑрне те хӑнӑхтарнӑ.

Ҫапла вара ҫамрӑк хӗрарӑм «Ядрин» (чӑв. Етӗрне) теплоход штрувалӗ умне тӑнӑ. Матрос-моторист профессине алла илсе хӗрарӑм упӑшкипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи юханшывсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ. Вӗсен рейсӗсем двигатель шавӗпе ҫеҫ мар, балалайкӑпа калакан такмаксемпе те тулнӑ. Мӑшӑр юрра-кӗвве юратнӑ.

Таисия Яковлевна хӑйсен экипажне Андриян Николаев, Валерий Быковский, Валентина Терешкова космонавтсене те турттарма шаннине паян та ӑшшӑн аса илет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_113990
 

Пӑтӑрмахсем
alatr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
alatr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Нина Шпилевая 1962 ҫулта Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ. 2004 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнчен, 2008 ҫулта Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗренсе тухнӑ.

Вӑл — «Пӗрлехи Раҫҫей» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ. Чылай ҫул Улатӑр районӗн администрацийӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна район администрацине ертсе пыма шаннӑ, 2022 ҫулта — Улатӑр муниципалитет округне.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ7VKBQSS10
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнче малашне ҫӗнӗ прокурор ӗҫлӗ. Ку вырӑна Раҫҫей Тӗп прокурорӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн юстицин кӗҫӗн канашҫи Артур Белов йышӑннӑ.

Артур Белов 1989 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн филиалӗнчен вӗренсе тухсан вӑл 2013 ҫултанпа Чӑваш Ен прокуратуринче аслӑ специалистра ӗҫленӗ. 2017-2021 ҫулсенче Чӑваш транспорт прокурорӗн пулӑшуҫи тата аслӑ пулӑшуҫи пулнӑ. 2021 ҫултанпа Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче, республика прокуратуринче тата Тӑвай районӗн прокуратуринче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2024 ҫултанпа вара Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӑн ҫумӗ пулнӑ.

Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов Хӗрлӗ Чутай районӗн прокуратурин коллективне ҫӗнӗ прокурорпа паллаштарнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ кам пуласси паллӑ. Тӳрех аса илтерер: унчченхи министр ҫумне Марина Лежнинана должноҫре ӳстернӗ, вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑнӑ.

Министр ҫумӗн пуканне Александр Кириллов йышӑннӑ. Влаҫ органӗсенче вӑл ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен Александр Кириллов Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ. Унта вӑл 12 ҫул тӑрӑшнӑ. Кайран, 12 ҫул, Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Александр Кириллов Вӗренӳ министерствинче професси тата хушма пӗлӗвӗн, ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси, ӑслӑлӑх аталанӑвӗн кураторӗ пулӗ. Ҫавӑн пекех воспитани ӗҫӗн тата ҫуллахи канӑвӑн блокне ертсе пырӗ.

 

Персона
"Правда ПФО" сайтран илнӗ
"Правда ПФО" сайтран илнӗ

Шупашкар хула мэрӗн ҫумӗ пулнӑ Алексей Маклыгин Чӗмпӗрте ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл унта «Ульяновскэнерго» акционерсен обществин генеральнӑй директорӗ пулса тӑнӑ. Унта вӑл «Трансэнергопром» компанирен куҫса кайнӑ.

Алексей Маклыгин кӑҫалхи ҫуркунне «Трансэнергопром» тулли мар яваплӑ обществӑра аппарат ертӳҫи — гендиректорӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшма пуҫланӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса вӑл 2009 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ, 2020 ҫулта «Шупашкар электричество сечӗсем» предприятие куҫнӑ.

 

Политика
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре виҫӗ министрӑн ҫӗнӗ заместителӗсене ҫирӗплетнӗ.

Ял хуҫалӑх министрӗн ҫӗнӗ ҫумӗ Анатолий Такмаков пулса тӑнине, вӗренӳ министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫне Марина Лежнинана шанса Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ тата физкультурӑпа спорт министрӗн те ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнине пӗлтӗмӗр. Кун пек хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку ӗҫре Оксана Андреева тӑрӑшӗ.

Оксана Валерьевна 2003 ҫултанпа финанс сферинче ӗҫленӗ-мӗн, 2023 ҫулта вара ӑна Ҫӗрпӳ округӗнче пуҫлӑхӑн экономикӑпа финанс енӗпе заместитель пулма шаннӑ.

 

Политика
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян ЧР вӗренӳ министрӗн ҫӗнӗ пӗрремӗш ҫумне палӑртнӑ. Йышӑнӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Малашне министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн вырӑнӗнче Марина Лежнина ӗҫлӗ. Ведомствӑра вӑл ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен Марина Лежнина министрӑн ҫумӗ пулнӑ.

Унӑн кун-ҫулне илес тӗк, вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн биологипе хими факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл – биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. Министерствӑна ӗҫлеме киличчен Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ. 2023 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӗренӳ министрӗн ҫумӗ пулнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР ял хуҫалӑх министрӗн — ҫӗнӗ ҫум. Йышӑнӑва республика премьер-министре Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Ку должноҫе Анатолий Такмаков йышӑннӑ. Вӑл ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче 10 ҫул ӗҫлет. Унта Анатолий университет пӗтернӗ хыҫҫӑн килнӗ, тӗп специалист-экспертран пуҫласа консультант тата сектор заведующийӗ таран ӳснӗ.

Палӑртса хӑварар: министрӑн унчченхи ҫумне Ленар Балтаева 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.

 

Персона
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑвашстата чылай ҫул ертсе пынӑ Эльвира Максимова ку пукана пушатнӑ. Халӗ пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Ольга Егорова пурнӑҫлать.

Эльвира Максимова Чӑвашстата 2009 ҫултанпа ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ку ӗҫе пенси ҫине тухнӑ май пӑрахнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ӑна кӳрентермен: «патшалӑх статистикине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ.

Эльвира Максимова 1961 ҫулта Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

 

Вӗренӳ

ЧР Вӗренӳ институчӗ валли тинех ректор тупӑннӑ. Ку должноҫе унччен унта проректор пулнӑ Жанна Мурзинӑна шанса панӑ.

Жанна Владимировна 1969 ҫулта ҫуралнӑ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ, унтан Хусан патшалӑх педагогика университетӗнче аспирантурӑра пӗлӳ илнӗ. Вӑл – биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

Вӗренӳ институчӗн ректорӗн вырӑнӗ икӗ ҫул пушӑ пулнӑ. Аса илтерер: унчченхи ертӳҫӗ Юрий Исаев 2024 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫрен кайнӑ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ертсе пыма тытӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 138
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй